Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Кӗнеке издательстви

Культура

Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленнӗ кӗнекесене Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра хакланӑ. Вӗсене «Лучшие книги года-2018» (чӑв. 2018 ҫулхи чи лайӑх кӗнекесем) тата «Малая Родина» (чӑв. Пӗчӗк тӑван ҫӗршыв) конкурсра палӑртнӑ. Чи лайӑххисен йышне Константин Ивановӑн «Нарспи» тата Юрий Ювенальевӑн «Ювелирное искусство суваро-булгар – предков чувашей» кӗнекисем кӗнӗ.

Константин Ивановӑн чӑвашла, вырӑсла тата акӑлчанла пичетленнӗ «Нарспи» кӗнекине «Лучшее издание классической художественной литературы» (чӑв. Классикӑллӑ илемлӗ литературӑн чи лайӑх кӑларӑмӗ) номинацире суйланӑ. Юрий Ювенальевӑн ӗҫӗ «Многонациональная Россия» (чӑв. Нумай нациллӗ Раҫҫей) номинацире тупӑшать.

Конкурс ҫӗнтерӳҫисене Мускавра ҫӗртме уйӑхӗнче иртекен «Красная площадь» фестивальте пӗлтерӗҫ.

 

Вӗренӳ

Елена Еньккан «Алфавит вӑййисем» кӗнеки чӗлхене аталантарма пулӑшать. Ҫакӑн пирки Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Федорова пӗлтерет.

Елена Еньккан «Алфавит вӑййисем» ҫӗнӗ кӗнеки икӗ чӗлхе – вырӑс тата чӑваш – пӗлӗвне аталантарма пулӑшать. Кӑларӑм нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ. Ӑна «Эпир – билингвӑсем» серипе хатӗрленӗ. Чӑваш Республикинче икӗ патшалӑх чӗлхи пулнӑ май чылайӑшне халӗ билингвсем тесе хӑюллӑнах калама пулать тесе палӑртать кӗнеке издательствин ӗҫченӗ.

«Алфавит вӑййисем» кӑларӑм икӗ пайран тӑрать. Пӗрремӗш пайӗнче – вун ултӑ тӗрлӗ ӳкерчӗк. Ачасен кашни ӳкерчӗкпе усӑ курса автор палӑртнӑ ӗҫе тӗрӗс пурнӑҫламалла. Кӗнекен иккӗмӗш пайне «Чӗрчунсен алфавичӗ» ят панӑ. Кунта вара ӳкерчӗксене пӑхса клеткӑсене вӑл е ку чӗрчун ятне чӑвашла, вырӑсла ҫырмалла.

 

Культура

Чӑваш кӗнеке издательствинче Сергей Павловӑн «Асамлӑ кӗпер» автобиографиллӗ повеҫӗ пичетленсе тухнӑ. Любовь Левацкая пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ҫеҫпӗл Мишши 1899 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Касаккасси Шӗкӗр (халӗ Ҫеҫпӗл) ялӗнче ҫуралнӑ.

Повеҫри тӗп сӑнар – автор хӑй иккен. Вӑл Канаш районӗнчи Ушанар ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ҫеҫпӗл Мишшин асламӑшӗпе куккӑшӗ вӗсен ялӗнчен-мӗн.

Сергей Лукияновичӑн ашшӗ поэтӑн шӑллӗпе Гурий Кузьмичпа туслӑ пулнӑ, Ҫеҫпӗл Мишши пирки каласа панӑ, ҫав аса илӳсене ҫыравҫӑ «Асамлӑ кӗпере» кӗртнӗ. Любовь Левацкая ӗнентернӗ тӑрӑх, кӗнекери самантсем «Ҫеҫпӗл Мишши пурнӑҫне тата туллирех уҫса параҫҫӗ, поэт биографине халиччен чылайӑшӗ пӗлмен самантсемпе пуянлатаҫҫӗ».

Кӑларӑма Сергей Павлов тата Лидия Филиппова ҫыравҫӑ архивӗнчи сӑнӳкерчӗксемпе, авторӑн ача чухнехи ӳкерчӗкӗсемпе пуянлатнӑ.

 

Культура

Чӑваш кӗнеке издательствинче Елен Нарпи ҫыравҫӑн «Хӗл лариччен» кӗнеки пичтеленнӗ. Ҫӗнӗ ӗҫе Ольга Иванова редакциленӗ, художникӗ – Ирина Калентьева.

Кӗнекене Елен Нарпин тӗрлӗ ҫулта ҫырнӑ повеҫӗсемпе калавӗсем кӗнӗ. Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, автор кӑмӑл-сипет ыйтӑвне хускатнӑ май этем чунӗ ырӑпа усал хушшинче пӗрмай кӗрешнине кӑтартса панӑ.

«Хӗл лариччен» повеҫре, акӑ, Эллинӑпа Сергей юратӑвӗ ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Хӗр каччӑна шкулта вӗреннӗ вӑхӑтрах килӗштернӗ. Юрату хӗтӗртнипе вӑл каярах ӗҫре те ҫитӗнӳ тӑвать.

Хӑйӗн хӑш-пӗр калавӗнче автор сӑнарсен пурнӑҫне темле вӑй витӗм кӳнине те палӑртнӑ.

Елен Нарпин ҫӗнӗ кӗнекине аслӑ ҫулсенчи шкул ачисемпе аслисем валли ҫырнӑ. «Хӗл лариччен» тиражӗ — 1000 экземпляр.

 

Культура

Чӑваш кӗнеке издательствинче «Сказки тюркских народов. Туссен юмахӗсем» кӗнеке икӗ чӗлхепе: вырӑсла тата чӑвашла — пичетленӗ.

Кӗнекене пурӗ 11 халӑхӑн 11 юмахӗ кӗнӗ. Вӗсен шутӗнче — чӑвашсен, пушкӑртсен, тутарсен, алтайсен, якутсен, казахсен, азербайджансен, узбексен, кӑркӑссен, туркменсен, турккӑсен.

Кашни юмах сюжечӗ тӗрлӗрен пулин те вӗсен теми пӗр пек: юмахсем ӗҫченлӗхе вӗрентеҫҫӗ, ырӑ кӑмӑллӑ та таса чунлӑ пулма хӑнӑхтараҫҫӗ, усал туни усалпа таврӑннине ӑша хывтараҫҫӗ тесе пӗлтереҫҫӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче. Ачасене илӗртме кӗнекене хитре ӳкерчӗксемпе пуянлатнӑ.

Кӗнекене чӑвашла Ольга Васильева куҫарнӑ. Кӑларӑма пухса хатӗрлекенӗ — Ольга Федорова. Художникӗ – Татьяна Бурдина.

 

Культура

Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Варкӑш» литература клубӗ чӑваш кӗнекине юратакансене черетлӗ хутчен пуҫтарнӑ. Хальхинче Улькка Эльмен ҫыравҫӑн «Сарӑ кӗпе» кӗнекине тишкернӗ.

Кӗнеке тишкерӗвне хутшӑннӑ Чӑваш кӗнеке издательствин хастарӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Улькка Эльмен ал ҫырӑвӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ произведенисен 2015 ҫулхи конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Хайлаври тӗп сӑнар – аслӑ класра вӗренекен Даша чухӑн ҫемьере ӳсет. Тӑрӑшуллӑ та ӗҫчен хӗрачана амӑшӗн вӑрҫмалли сӑлтав тупӑнсах тӑрать.

Тӗлпулура автор хайлав епле ҫуралнине каласа кӑтартнӑ. «Ку – чӑн пулнӑ истори, – тенӗ Ольга Геннадьевна. – Паллах, пӗр ҫын шӑпи ҫеҫ мар кунта, пурнӑҫра тӗл пулакан тӗрлӗ ҫын историне итленӗ-пӗлнӗ хыҫҫӑн сӑнар калӑпланать».

Ҫитес тӗлпулу ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче иртӗ. Унта Микул Ишимбайӑн «Тӑрачул» кӗнекине пӑхса тухӗҫ.

 

Культура

Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чувашская станковая живопись XX века» ятлӑ монографи-альбом кун ҫути курнӑ. Кӗнеке авторӗ — Юрий Викторов педагог тата искусствовед. Альбома Валерий Алексеев редакциленӗ. Кӗнекене 1000 экземплярпа пичетленӗ.

Кӗнекене хатӗрленӗ Юрий Викторов XX ӗмӗрти станок живопиҫне нумай тӗпченӗ. Шӑпах ҫав тапхӑрта чӑвашсен станок живопиҫӗ амаланса аталаннӑ.

Кӗнеке авторӗ XX ӗмӗрти ӑстасен ӗҫӗсене тишкернӗ. Ҫавна май Юрий Викторов станок живопиҫӗн тӗп жанрӗсем – истори, йӑла, портрет, пейзаж тата натюрморт — епле аталаннине кӑтартса панӑ.

Кӗнеке ӳнерҫӗсемшӗн, художниксемшӗн, чӑваш халӑхӗн ӑс-хакӑл культурипе кӑсӑкланакансемпе тӗпчекенсемшӗн кӑсӑклӑ пуласса шанаҫҫӗ.

 

Персона

Чӑваш кӗнеке издательствинче «Атте ҫути» автобиографилле роман пичетленнӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн тӗп сӑнарӗ — Анатолий Волков хирург. Кӗнекере вӑл ашшӗ хӑйӗн пурнӑҫӗнче мӗнле витӗм кӳнине уҫса панӑ.

Анатолий Никандрович Волков 1931 ҫулхи юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре ҫуралнӑ. Медицина наукисен докторӗ, профессор.

Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пичет кӑларӑмне алла илсен Анатолий Волков Хусанти медицина институтне вӗренме кӗнӗ тапхӑрпа тата унӑн профессири кун-ҫулӗн малтанхи утӑмӗсемпе те паллашма пулать. Ҫӗнҫӗпӗрти медицина институтӗнче вӗреннӗ, Казахстанпа Шупашкарта ӗҫленӗ тапхӑрсене те тухтӑр ырӑпа аса илнӗ.

 

Культура

Нумаях пулмасть Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Астрид Линдгренӑн «Леннебергӑри Эмиль мыскарисем» кӗнекин хӑтлавӗ иртнӗ.

Ҫӗнӗ кӑларӑма тишкерме пухӑннисенчен пӗри, Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗ Валерий Алексеев, хӑй куҫӗпе курнӑ пӗр тӗслӗхе илсе кӑтартнӑ.

Пӗррехинче вӑл Шупашкарти Пичет ҫуртӗнчи экскурсирен тухакан ачасене урамра ӑнсӑртран тӗл пулнӑ. Пичет ҫуртӗнчисем вӗсене кӗнекесем парнеленӗ иккен. Пӗчӗкскерсенчен пӗри ун патне пырса: «~~Кӗнеке кирлӗ мар-и? Атту пӑрахӑп. Мана пӗрех кирлӗ мар~~», — тенӗ. Валерий Алексеев ҫав кӗнекене илсе юлнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗ сӑнанӑ тӑрӑх, ыттисем хӑйсен аллинчи кӗнекесене сума сумасӑр пӗрин хыҫҫӑн тепри ывӑтса хӑварнӑ.

 

Республикӑра

Чӑваш кӗнеке издательствинче чӑваш юмахӗсене вырӑсла пичетленӗ. «Золотая сумка» ят панӑскере тӑван халӑхӑмӑрӑн паллӑ та хитре юмахӗсем кӗнӗ тесе пӗлтереҫҫӗ. Вӗсене вырӑсла С.И. Шуртаков тата С.Г. Григорьев куҫарнӑ.

Чӑваш юмахӗсене вырӑсла вулакансем пурне те ҫавӑрса ҫапакан Туй-Тубалапа, Чеменпе, Эдиканпа тата Удиканпа, Ух старикпа (кӗнекере вӗсене пурне те вырӑслатса каланӑ паллах. — Т.Т.), Ҫил ачисемпе тата ытти паттӑрпа паллашӗҫ.

Чӑваш кӗнеке издательствин ертсе пыракан редакторӗ Ольга Федорова пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнекене йӑлари юмахсене те кӗртнӗ.

Ҫӗнӗ кӑларӑм тиражӗ – 2000 экземпляр. Ӑна Виктор Бритвин художник ӳкерчӗкӗсемпе капӑрлатнӑ. Кӑларӑм редакторӗ – А.Г. Майорова.

 

Страницӑсем: 1 ... 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, [13], 14, 15, 16, 17
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.06.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере астăвăр: çын - машина мар, эппин, сывлăха нумай тимлĕх уйăрмалла. Суранланас е вăраха кайнă чирсем вăранас хăрушлăх пур. Çавăнпа ытлашши ĕçлемелле мар, анчах пуçлăха та кахаллăхпа тарăхтарма юрамасть. Унсăрăн планăрсем пурнăçланмĕç. Эрнен иккĕмĕш çурри вĕткеленÿре иртĕ.

Ҫӗртме, 28

1956
68
Тарасов Арсений Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть